Тутарстан тĕп хули, Хусан, чÿк (ноябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцие тата Раççей халăх шкул ачисен вулавне 300 ытла вĕренекене пуçтарчĕ. Çак кун Хусанти 180-мĕш №-лĕ нумай профильлĕ тата нумай чĕлхеллĕ гимнази çичĕ халăх чĕлхипе янăрарĕ: вырăсла, тутарла, чăвашла, удмуртла, пушкăртла, марилле, мăкшăлла. Конференцие йĕркелесе ирттерекенсем - Тутарстан Республикин вĕренÿ тата наука министерстви, Хусан хулин вĕренÿ управлениĕ тата Тутарстанри халăхсен Ассамблейи. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ вăл.
Чăваш филологийĕн секцийĕнче çак кун 25 ĕç пăхса тухрĕç. Çивĕч ăмăртура хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне тăван чĕлхепе - чăваш чĕлхипе - кăтартса пама пултарчĕç вĕренекенсем. Пирĕн шкулти 10 класри Чистяков Ростислав хăйĕн „Ачаш сăмахсем е эсĕ çутă уйăх-и” темипе тухса калаçрĕ, гитарăпа ăста выляса-юрласа пачĕ. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ паллă – Ростислав виççĕмĕш вырăнта. Ăмăртура çĕнтернисене дипломсемпе парнесем, укçаллă сертификатсем тивĕçрĕç.
Эпир Ростислава тата ăмăртăва хатĕрленĕ ăслăлăх ертÿçине Е.А.Майкова çĕнтерÿпе саламласа малашне те çитĕнÿ тума ăнăçу сунатпăр!