Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ умĕн, чÿк уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, Тутарстан тĕп хулине тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕ пуçтарăнчĕ. Кунта шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕ тата Раççей халăх шкул ачисен вулавĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна виççĕмĕш хут ирттерчĕç. Аслă классенче вĕренекен вырăс, тутар, мордва, пушкăрт, чăваш, мари, удмурд ачисем тĕл пулчĕç. Вĕсем пурте кĕрет мар (заочнăй) турта мала тухнисем.
600 ытла ĕçрен 100 шкул ачин малтанхи тапхăрта çĕнтерÿçĕсен йышне лекме тивĕçнĕ. Кашни халăх ачи уйрăм секцире пайланса ĕçлерĕ. Пирĕн республика чысне Шупашкар районĕнчен 3 ача, Шупашкар хулинчен – 1, Патăрьел районĕнчен виççĕн хÿтĕлерĕç. Чăваш филологийĕн секцийĕнче 18 вĕренекен тупăшрĕ. Кăшавăш шкулĕнчи 9 класра вĕренекенсем Чистяков Р. Чистякова Ю. хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе тухса калаçрĕç. Тутарстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш маттурĕсем те хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Çивĕч тупăшура Ростикпа Юля конференци лауреачĕн дипломĕсене тата виçĕ пин тенкĕлĕх сертификатсене çĕнсе илчĕç. Тĕпчевçĕсен чи лайăх ĕçĕсене хусансем „Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе” кĕнекене пухса, пичетлесе кăларма палăртнă.
„Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанра патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан кашни тĕрлĕ халăх çынни хисепре. Аякран килнĕ хăнасене яланах тарават. Хусан тĕп хулинчен тутар халăхĕн чун тараватлăхне туллин туйса илтĕмĕр, чун-чĕре иксĕлми вăй-халпа тата лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕ. Пирĕн вăй – пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче!“- çирĕплетрĕ Евгений Александрович Майков, Кăшавăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр пирĕн шкулти Карамаева Т. çак конференцире иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, халĕ вăл Хусанти федераци университетĕнче ăс пухать, 1 курсра вĕренет.