Паян, акан 24-мĕшĕнче, М.И.Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалланă хăтлав Чăваш Республикин Наци библиотекинче кăнтăрла иртни 2 сехетре пуçланчĕ. Савăнăçлă пухăва Дегтяров Г.А., филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сăмах кĕнеки, ярăмлă кăларăм тата электронлă энциклопеди пайĕн пуçлăхĕ ертсе пычĕ, ĕçтешĕн сулмаклă утăмĕсем çинчен каларĕ, словарь тăвас ĕç йывăр пулнине палăртрĕ. Пысăк залра лăк тулли халăх. Тухса калаçакансем хушшинче Михаил Ивановичпа пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕсем, тăванĕсем, вĕренекенĕсем пулчĕç. Вĕсем словарь ăстин паха енĕсене палăртса хăварчĕç, словаре пахаларĕç. Лизакова Р.М., Чăваш Республикин Наци библиотекин директорĕ ăсчаха малалла та ăнăçлă ĕçлеме вăй-хал сунчĕ. Иванова Н.Г., Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ „Вĕрентÿ системинчи чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пĕлтерĕшĕ тата М.И.Скворцов профессор” темăпа анлă тухса калаçрĕ, хисеплĕ профессорăмăрăн вышкайсăр пысăк ĕçне хак пачĕ. Майков Е.А., Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри вăтам шкул вĕрентекенĕ Михаил Иванович – словарь ăсти пулни çинчен тепĕр хут палăртса каларĕ, шкул ачисен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Н.И.Егоров, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ словарь ĕçĕн паянхи чĕлхе пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Чи пĕлтерĕшли - Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ячĕпе Михаил Иванович Скворцова „М.И.Ломоносов çуралнăранпа 300 çул çитнĕ май” юбилей медалĕпе чысларĕç.
Юлашкинчен пурте пĕрле асăнмалăх сăн çапăнчĕç.