Паян Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине тата Учитель çулталăкне халалланă «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр калатпăр!» республика конкурсне ирттерме пирĕн шкул ачисем те хутшăнчĕç. 11 класри Турлаев Саша якутла, Мамедова Халидэ вырăсла, Рябков Егор пăлхарла, Волков Дима украинла, Капчикова Маша нимĕçле, Романова Коля тутарла поэмăн сыпăкĕсене вуларĕç, Чернова Кристина вара поэмăн «Сарă хĕр» сыпăкне юрăпа шăрантарчĕ. Куракансем ачасене алă çупса хавхалантарчĕç, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.А. Абрамов шкул ачисене хастар пулнишĕн Тав хучĕпе чысларĕ.